Иртнӗ шӑматкун Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн черетлӗ ҫулталӑкри отчёт ларӑвӗ пулчӗ — унта халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 150 ҫынна яхӑн хутшӑнчӗҫ. Ларӑва Президиум пайташӗ Карягин Фёдор Александрович ертсе пычӗ.
Пухӑннисем умӗнче Ҫӗньялти фольклор ансамблӗ хӑйӗн пултарулахне кӑтарнӑ хыҫҫӑн лару хӑйӗн ӗҫне тытӑнчӗ. Пухура халӑх академийӗн тӗрлӗ пуйсен ертӳҫисем ҫулталӑк хушшинче мӗн туни пирки каласа пачӗҫ, академие ӗҫне кура ҫӗнӗ пайташсене йышӑнчӗҫ.
Ҫитес ҫулхи плана та йышӑнса хӑварчӗҫ. Ун пирки асӑнас пулсан 2015 ҫулта Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ тӗрлӗ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсем, ҫавра сӗтелсем ирттерме палӑртать. Ҫавӑн пекех кӳршӗллӗ тӑрӑхсенче вырӑнти ларусене — инҫетре тӑрӑшаканнисем сахал мар-ҫке — ҫитсе хутшӑнма планланӑ.
Сӑнсем (45)
Марина Карягина 3 ҫул каялла тухнӑ хӑйӗн кӗнекине «Ылтӑн панулми» ят панӑ. Нумаях пулмасть ӑна вырӑсла кӑларнӑ. Унта калавсем, юмахсем кӗнӗ.
Хӑтлав ЧР Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. 3 ҫул каялла чӑвашла тухнӑ кӗнекепе Шупашкарти 62-мӗш шкулти ачасем паллашма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем хӑйсем те калавсем ҫырма тытӑннӑ.
Марина Карягинӑн калавӗсемпе юмахӗсем ачасене ҫывӑх. Унти сӑнарсем илӗртеҫҫӗ. Автор хӑйне телейлисен йышне кӗртет. Ара, вӑл кун пек майпа хӑйӗн ачалӑхне сыхласа хӑварнӑ-ҫке-ха.
Кӗнеке куҫаруҫисем Ирина Митта тата Зоя Романова оригинал текста сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ. Елена Енькка ӳнерҫӗ те тӑрӑшса ӗҫленӗ.
Шел те, халӗ ачасем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракан сахал. Марина Карягина хӑйӗн калавӗсемпе ӗҫтешӗсене хавхалантарасса шанать. Ҫӗнӗ кӗнекене Марфа Трубина премине тивӗҫ тесе хаклаҫҫӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Валерий Железняковӑн «Паралимпиецсем» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалланӑ.
Экспозицие авторӑн Мускаври «Без барьеров» фотоконкурса хутшӑннӑ сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Валерий Железняков каланӑ тӑрӑх, ӑмӑрту вӑй виҫнипе кӑна мар, спортсменӑн шалти туйӑмӗпе те ҫыхӑннӑ. Спортсмен финиш хыҫҫӑн хӑйӗнпе хӑй кӗрешет тейӗн.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалласа «Мир, доступный для всех» сӑнӳкерчӗксен куравӗ те уҫӑлнӑ. Ку проект ертӳҫи те — Валерий Железняков.
ЧР Наци вулавӑшӗнче православи кӗнекин «Радонеж» центрӗ уҫӑлнӑ. Вулакансем халӗ пине яхӑн кӗнекепе, дискпа паллашма пултараҫҫӗ. Фонда пухмашкӑн священниксем тата «Православи пуҫарӑвӗ» конкурс гранчӗ пулӑшнӑ.
Ку раритетсене — ҫырусене — перчетке тӑхӑнса ҫеҫ тытма пулать. Темиҫе ҫӗр ҫул усӑ курнӑ ҫырусене куҫ пек упрамалла вӗт. Наци вулавӑшӗнчен центр валли 200 кӗнеке суйланӑ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана православи кӗнекипе ҫывӑхлатасшӑн. Центр хӑйӗн вулаканне тупатех. «Радонеж» валли литература пухмашкӑн чиркӳ ҫыннисем те пулӑшнӑ. Вӗсене центр уҫӑлнӑ уява чӗннӗ.
Максим Курленко иерей фонд майӗпен пысӑкланасса иккӗленмест. Центра Христос ҫуралнӑ храмӑн настоятелӗ Сергий Пушков протоиерей нумай кӗнеке парнеленӗ. Шупашкарти арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн манахӗсем те чылай пулӑшнӑ.
Грант пулӑшнипе вулавӑш 100 пин тенкӗлӗх православи кӗнеки туяннӑ. Православи литературин центрӗн алӑкӗ кашнин валлиех уҫӑ.
Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче С.В. Щербаковӑн «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательстви тата наци вулавӑшӗ пӗрле пулса йӗркелерӗҫ. Мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата тӑван халӑхӑмӑр пуянлӑхне куҫ шӑрҫине упранӑ евӗр упрасшӑн ҫунакан хастарсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Республикӑн хальхи вӑхӑтри символӗсем юлашки икӗ вунӑ теҫетке ҫулта Чӑваш Енӗн пуянлӑхӗ пулса тӑма ӗлкӗрчӗҫ. Шӑпах ҫавсене халалласа кӑларнӑ та кӗнекене. Хӑтлава хутшӑннӑ гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Юрий Исаев кӑларӑмӑн авторне тӑрӑшулӑхшӑн тав тунӑ май ку ӗҫе малашне сарса-анлӑлатса пырассине палӑртса хӑварчӗ. Щербаков ырӑ ӗҫ тунине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров та каларӗ. Ӗҫе вӑл тӗплӗ тесе пахаларӗ.
Хӑтлава хутшӑннӑ ытти ҫын та кӗнеке авторӗн пуҫарӑвне пысӑка хурса хакларӗ.
Юпан 21-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче Тутар Республикинчи ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш писательсен пӗрлӗхӗн председателӗ Николай Сорокинӑн виҫӗ томлӑ «Вечная Волга» романӗн хӑтлавӗ пулать. Сумлӑ мероприяти умӗн «Сувар» вулаканӗсене автор хӑйӗнпе те, романпа та ҫывӑхрах паллаштарасшӑн.
Николай Сорокин Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хусанта 8 ҫул «Советская Татария» хаҫатра ӗҫленӗ, унтан 37 ҫул ытла ИТАР-ТАСС-ра, халичченех ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хусанти радиора «Атте-анне сассисем» ятлӑ чӑваш кӑларӑмӗсене пуҫарса янӑ, унтан «Сувар» хаҫата, «Шурӑмпуҫ» журнала уҫса 6 ҫул тӗп редактор пулса ӗҫленӗ. Хусан историйӗнче пирвайхи хут чӑваш чиркӗвне Параскева Пятница ятлине уҫнӑ.
Ҫав хушӑрах, укҫа ҫитменнипе-тӗр, кӗнекесем ҫырма тытӑннӑ. Малтан очерк пуххисем — «Рабочие династии», «Нижнекамский репортаж», «Над шишкинским бором рассвет» — тухнӑ, унтан повеҫсем: «Колесо жизни», «Купец с КАМАЗа», «Купцы новой России». Пӗлтӗр ӑна тата Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫине суйланӑ.
Юпан 18-мӗшӗнче Шупашкарта Лермонтов балӗ пулӗ. Ӑна вырӑс ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Бал ЧР Наци вулавӑшӗн акт залӗнче 14:00–18:00 сехетсенче иртӗ. Программӑра 19-мӗш ӗмӗрти ташӑсем кӗрӗҫ: вальс, полька, мазурка, контрданс. Ҫавӑн пекех Шотланди ташшисем те пулӗҫ. Ара, Михаил Лермонтовӑн йӑх тымарӗ — Шотландирен.
Ташӑсене балччен «Огни Бэлтайна» студире вӗренме пулать. Мероприятире темиҫе ҫӑмӑл ташӑ та кӗртнӗ. Ӑна кашниех тума пултарӗ. Унта хутшӑнакансен тумӗ 19-мӗш ӗмӗрти пек е Шотланди стилӗпе килӗшӳллӗн пулмалла.
Ҫавӑн пекех мероприятире Михаил Лермонтов пирки сӑвӑсем, юрӑсем, хӑтлавсем пулӗҫ.
Республикӑра юпан 18–20-мӗшӗсенче Айхи кунӗсем иртӗҫ. Ӑна Чӑваш Енри «Айхи фончӗ» общество организацийӗ йӗркелет. Ҫак ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш та хутшӑнӗ.
Айхи кунӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. ЧР Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшӑн «Кӗнеке-пурнӑҫ: Геннадий Айхин Чӑвашри кунӗсем» проект пурнӑҫа кӗрӗ. Вӑл кӑҫал ЧР Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Айхи кунӗсем юпан 18-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче пресс-конференцирен пуҫланӗ (12 сехетре). Ҫак кун Игорь Макаревич, Владимир Пики, Владимир Коновалов сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Кунсӑр пуҫне кӗнеке хӑтлавӗсем иртӗҫ. Наталия Азаровӑпа Татьяна Грауз поэтӑн «Расположение счастья» кӗнекине, Арсен Мирзаев Геннадий Айхи пирки аса илнӗ кӗнекене, Борис Чиндыков «Gennadi Ajhi «ŞICHӖ SӐVӐ» кӗнекене хӑтлӗҫ.
Иккӗмӗш кун Г.Айхин 12 чӗлхепе тухнӑ «Мир Сильвии» кӗнекине хӑтлӗҫ, ҫак кӗнекен ӳнерҫин Анастасия Новиковӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче Евгений Турханӑн ҫӗнӗ кӗнекине — «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» ятлине — хӑтларӗҫ. Мероприяти 15:00 сехетре пуҫланчӗ.
Романри ӗҫсем XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртеҫҫӗ. Тӗп харкамҫӑсен сӑнарӗсем урлӑ автор вӑл вӑхӑтри хресченсен пӑлхавне кӑтартса парать. Романра чӑнлӑх тӗпренчӗкӗсем те пур — автор хайлава ашшӗпе аслашшӗ каласа панисене тӗпе хурса ҫырнӑ. Евгений Турхан пӗр кӗнекепе ҫырлахасшӑн мар, иккӗмӗшне те хатӗрлеме пуҫланӑ.
Хӑтлава ҫыравҫӑсем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, Хусанти юлташӗсем килнӗччӗ. Мероприятие пухӑннисем пурте тенӗ пекех ҫӗнӗ кӗнекене те авторне те мухтарӗҫ.
Шупашкарта кашни шӑматкун хускану тума пуҫлӗҫ. Ҫав кунсенче ирхи 10 сехетре пурне те Лакрей вӑрманӗнче, «Шупашкар: 500 ҫул» паркра, «Низами» тата «Спартак» стодионсенче, ЧР Наци вулавӑшӗн, «Салют» тата Трактор тӑвакансен культура керменӗсем умӗнче кӗтеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех «Университет» микрорайонта, Шумилов урамӗнчи 17-мӗш шкул, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 37-мӗш шкул умӗсенче, Хӗрлӗ тӳремре, Атӑл леш енче те хускану тӑвӗҫ.
Лакрей вӑрманӗнче спорт уявӗпе килӗшӳллӗн ташӑ, фитнес-аэробика, йога енӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |